Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Защитим себя от терроризма
Портал культурного наследия КУЛЬТУРА.РФ
Портал госуслуг Чувашской Республики
Портал Архивы России
Книга памяти жертв политических репрессий
Министерство культуры Чувашской Республики
Министерство культуры Российской Федерации
Проект «Киномобиль едет в школу»


И.Я. Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине уявлама Чăваш Ен делегацийĕ Кăнна Кушкине çитсе килчĕ
Опубликован: 26 апреля 2017 г.

Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви йĕркеленипе Аслă Вĕрентекенĕмĕре лăпкаса ÿстернĕ яла, Тутарстанри Тĕччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкине, хальхинче министерствăн этноконфесси пайĕн тĕп специалисчĕ Алексей Грачев, ЧНК президенчĕн çумĕ Нина Петровăпа, спорт комитечĕн председателĕ Виталий Васильев, конгресăн Шупашкар хула уйрăмĕн председателĕн çумĕ Василий Пушкин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ Ирина Софронова, Чăваш патшалăх кино тата видеоархив маркетинг пайĕн пуçлăхĕ Артур Галкин, Вадим Николаев журналист тата ытти чăвашлăхшăн çунакан хастарсем çитрĕç.

Сĕнтĕрвăрри район Пухăвĕн депутачĕ, "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх пуçлăхĕ Андрей Кузнецов ертсе пынипе уявăн концерт программипе хальхинче Сĕнтĕрпуç ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем те Тутарстана килчĕç.

Иван Яковлевăн ентешĕсем, хăнасене кĕтсех тăнăскерсем, Шупашкартан çитнисене çывăх тăвансем пек йышăнчĕç. Теччĕ район администрацийĕн Культура пайĕн пуçлăхĕ Юрий Сиякин, ку районти чăваш наци культура центрĕн ертÿçи Володар Тимофеев, Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов , Анатолий Байдеряков вĕрентекен, ял халăхĕ тата шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Çанталăк çумăрлă пулнипе Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунне тата Чăваш Чĕлхи уявне шкулти коридорта, Патриархăмăрăн бюсчĕ умĕнче пуçларĕç. Митинга И. Яковлев музейĕн директорĕ Алексей Пыркин йĕркелесе пычĕ. Чăваш Ен делегацийĕ ячĕпе Чăваш Республикин Культура министерствин тĕп специалисчĕ Алексей Иванович Грачев тухса калаçрĕ, Кăнна Кушкисене Иван Яковлевич эткерлĕхне упранăшăн тав турĕ, парнелĕх чăвашла кĕнекесем пачĕ.

ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн саламне митинга пуçтарăннисем патне унăн çумĕ Нина Пантелеевна Петрова илсе çитерчĕ. "Иван Яковлевăн çутă ятне пулас ăрусем валли упраса пурăннăшăн ЧНК ячĕпе чунтан тав тăватпăр сире",- терĕ вăл сăмахне вĕçленĕ май.

Аслă Вĕрентекене сума суса шкул ачисем сăвăсем вуларĕç, аслисем - чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки, Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн эткерлĕхне упраса хăварасси çинчен калаçрĕç. Митинга пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пĕр хушă шăп тăчĕç.

Ялти музейпа та паллашпа ĕлкĕрчĕ Чăваш Ен делегацийĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчен ку сăваплă яла пĕрремĕш хут килнисем кăна мар, ку çула такăрлатнисем те музей ертÿçи Алексей Пыркин каласа панине тимлесе итлерĕç.

Шупашкартан килнĕ ушкăн И.Я.Яковлев кун çути курнă çурт вырăнĕнчи ку ялта çуралнă паллă çынсене асăнса лартнă мемориал комплексĕ умĕнче чарăнчĕ, унта та чĕрĕ чечексем хучĕ, часавая кĕрсе çуртасем лартрĕ.

Çанталăка пăхмасăр Кăнна Кушкинчи культура çуртĕнче халăх самаях пуçтарăнчĕ, чăвашран килнĕ хăнасене хапăл туса йышăнчĕ.

Пирĕн республикăран килнĕ чăвашлăхшăн ĕçлекен хастарсене пурне те сăмах пачĕç темелле, вĕсен шухăш-кăмăлне тăнларĕç кăнна-кушкăсем.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчен инçе çула кĕскетсе килнĕ "артистсен" илемлĕ чăваш тумĕсене курса, янравлă тăван юррăсене итлесе киленчĕç Яковлевăн ентешĕсем.

Çитес çул Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çак ятпа Кăнна Кушкинче питĕ анлă уяв иртмелле. Кун пирки те калаçма вăхăт тупрĕç уявра, яла туризм маршручĕ йĕркелес майсене те шырарĕç тата тĕлпулура.

Кун каç енне сулăнсан çывăх тăванĕсене ăсатнă пек сывпуллашрĕç Кăнна Кушкисем Чăваш Ене çул тытакан делегаципе.

Эппин тепре тĕл пуличчен, Иван Яковлев ентешĕсем, Кăнна Кушки çыннисем!

Текст: Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкĕсем: "Чăвашкино" патшалăх киностудийĕ тата электрон документсен архивĕ

Перейти в список
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР