Мемориальный комплекс "Победа"

Месторасположение: г. Чебоксары, ул. Зои Яковлевой, 54,
Площадь – 30 га

Парк в Мемориальном комплексе "Победа" особенный – он хранит нашу память о тех, кто сохранил мирное небо над головой. Здесь, в монументах и обелисках, словно застыло эхо войны.

Мемориальный комплекс “Победа” организован по распоряжению главы администрации г. Чебоксары от 25 марта 2003 года “О реорганизации МУК “Мемориальный парк “Победа” и МУК Дворец культуры им. П.П. Хузангая путем слияния”. На территории комплекса находятся: Монумент Воинской Славы с Вечным огнем, Аллея памяти, памятники воинам-интернационалистам, солдатам, погибшим в Чечне, ликвидаторам аварии на Чернобыльской АЭС, Часовня памяти Святого Иоанна, Музей боевой техники, Каскадный фонтан и Аллея Героев.

Монумент Воинской Славы павшим в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг. открыт на высоком берегу Волги 9 мая 1980 года (скульптор А.Д. Щербаков, архитектор Г.Я. Захаров). Над зеленым курганом – величественная скульптурная композиция женщины-матери и юноши-солдата, отлитая в бронзе. У основания холма, в каменной чаше, установленной на гранитном постаменте, горит Вечный огонь. Здесь всегда цветы, гирлянды вечнозеленых еловых ветвей… В этом же году дважды героем Советского Союза, летчиком-космонавтом А.Г. Николаевым была заложена Аллея памяти.

В 1996 году в парке установлен памятник воинам, погибшим в ходе контртеррористической операции по ликвидации банд формирований в Чеченской Республике.

Часовня памяти Святого Иоанна была открыта 13 августа 1999 года.

26 апреля 2002 года состоялось открытие памятника ликвидаторам аварии на Чернобыльской атомной электростанции.

Памятник воинам-интернационалистам, погибшим в ходе военных действий в Республике Афганистан, установлен в 2004 году.

На территории Мемориального комплекса работает Музей боевой техники, где сосредоточено 2 танка Т-34, 2 пушки ЗИС–3, самолет МИГ–19.

В честь 60-летия Великой Победы в 2005 году в парке построены Каскадный фонтан и Аллея Героев.

 

"Çĕнтерÿ" Асăну комплексĕ

Вырнаçнă вырăнĕ: Шупашкар хули, Зоя Яковлева ур., 54
Лаптăкĕ – 30 га

“Çĕнтерÿ” Асăну комплексĕнчи парк хăйне евĕрлĕ.Вăл хаяр тăшмана аркатса паянхи мирлĕ пурнăçшăн пуçсене хунă ентешсен астăвăмне упрать. Кунта, палăксемпе обелисксенче, вăрçă ахрăмĕ чарăнса тăнă тейĕн.

Çĕнтерÿ” Асăну комплексĕ Шупашкар хула администраци пулăхĕн 2003 çулхи пуш уйăхĕн 25–мĕшĕнчи “Çĕнтерÿ” Асăну комплексĕ” муниципаллă культура учрежденийĕпе П.П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ муниципаллă культура учрежденине пĕрлештересси çинчен” йышăнупа килĕшÿллĕн йeркеленнĕ. Комплекс территорийĕнче ĕмĕр сÿнми çулăмпа Çар Мухтавĕн Монуменчĕ, Астăвăм аллейи, воин–интернационалистсене, Чечен Республикинче пуçĕсене хунă салтаксене, Чернобыльти атомлă электростанцинчи аварие пĕтерекенсене асăнса лартнă палăксем, Çветтуй Иоанн часовни, Çар техникин Музейĕ, Шыв сиккиллĕ фонтан, Паттăрсен аллейи вырнаçнă.

1941–-1945 çулсенче Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса лартнă Çар Мухтавĕн Монуменчĕ Атăлăн çÿллĕ çыранĕ хĕрринче 1980 çулхи çу уйăхĕн 9–мĕшĕнче уçăлнă (скульпторĕ А.Д. Щербаков, архитекторĕ Г.Я. Захаров). Симĕс тĕмĕ çинче – бронзăран шăратнă амăшĕпе çамрăк салтакăн скульптура композицийĕ. Гранит никĕс çине вырнаçтарнă чул чашăкра ĕмĕр сÿнми çулăм ялкăшать. Кунта яланах чечексем, ĕмĕр симĕс чăрăш лăссисен кăшăлĕсем… Çав çулах кунта Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Г. Николаев летчик–космонавт Астăвăм аллейине никĕсленĕ.

1996 çулта паркра Чечен Республикинчи банд формированисене пĕтерес контртеррористла операци вăхăтĕнче пуçĕсене хунисене асăнса палăк уçнă.

1999 çулхи çурла уйăхĕн 13–мĕшĕнче парк территорийĕнче Çветтуй Иоанн часовни уçăлнă.

2002 çулхи ака уйăхĕн 26–мĕшĕнче Чернобыльти атомлă электростанцинчи аварие пeтерекенсене асăнса палăк уçнă.

2004 çулта паркра Афган Республикинчи вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса палăк уçнă.

Асăну комплекс территорийeнче Çар техникин Музейe ĕçлет. Кунта икĕ Т-34 танк, икĕ ЗИС–3 тупа, МИГ–19 самолет пур.

Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа 2005 çулта паркра Шыв сиккиллĕ фонтан тата Паттăрсен аллейи хута кайнă.

 

Литература:

Чебоксары. Шупашкар / Сост. В.А. Иванова, М.М. Черняховский. – Чебоксары, 1983.